Урал сасси
+24 °С
Облачно
Новости
8 Мая 2020, 13:45

Кăçал 6 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ кашни çулах çуркунне çитсе çанталăк ăшăтма тытăнсан чÿречерен пĕчĕк ачасем тухса ÿкесси йышлăланнине палăртать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăра 6 ача чÿрече урлă «ярса пуснă».

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ кашни çулах çуркунне çитсе çанталăк ăшăтма тытăнсан чÿречерен пĕчĕк ачасем тухса ÿкесси йышлăланнине палăртать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăра 6 ача чÿрече урлă «ярса пуснă».
Юлашки тĕслĕх - май уăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче пиллĕкри хĕр ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Телее, вăл сывă юлнă. Мĕншĕн тесен хваттер пĕрремĕш хутра çеç вырнаçнă пулнă.
- Пĕчĕк ачасем аслисен тимлĕхĕсĕр юлнине пула чÿречерен тухса ÿксе суранланма е вилме пултараççĕ. Чылай чухне юр ирĕлсе пĕтнипе (ÿкнĕ вырăн хĕллехи пек юр кавирлĕ мар) хытă çĕр çине ÿкеççĕ. Çавна пула тухтăрсем килсе çитичченех вĕсен чĕрисем тапма чарăнаççĕ. Теприсем уйăхĕ-уйăхĕпе больницăра выртаççĕ, ун хыççăн сусăр пулса юлаççĕ, - тесе пĕлтереççĕ инкеклĕ лару-тăру комитечĕнче.
Çăлавçăсем ача чÿречерен тухса ÿкессинчен сыхланмалли пĕтĕмĕшле хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕплетнĕ. Вĕсемпе вулакансене те паллаштарасшăн:
- чÿрече çывăхĕнчи мĕнпур сĕтел-пукана аяккарах илсе лартăр, ача чÿрече янахĕ çине ан хăпарайтăр;
- нихăçан та москит сетка çине шанма юрамасть. Темле паха сетка та ача хăйĕн кĕлеткипе таянса пуснине чăтаймасть, чылай чухне пĕчĕк пепке москит сеткăпа пĕрле тухса ÿкет;
- май килнĕ таран чÿречен çÿлти пайне уçăр;
- чÿречесем çине ятарлă фиксаторсем лартăр. Ун чухне ача ăна ытлашши сарлака уçаймасть.
- ачана чÿрече е кĕленче алăк умĕнче пĕччен выляма ан хăварăр. Çавăн пекех нихăçан та çывăракан шăпăрлана пĕччен ан хăварăр, мĕншĕн тесен вăранас пулсан вăл уçă чÿрече патне пыма пултарать;
- чÿрече çывăхĕнчи кравать е урăх япала çинче ачана сикме ирĕк памалла мар. Çакă кĕтмен-туман çĕртен ăна чÿрече янаххи патне илсе çитерме пултарать;
- пĕчĕк ачана аслисемсĕр балкон çине тухма ирĕк ан парăр;
- 5-12 çулхи ача хваттерте пĕччен юлма хăрать пулсан, ăна кĕске вăхăта та ан хăварăр. Чылай чухне хăранипе ашшĕ-амăшне курас тесе вăл чÿречерен пăхма хăтланать е балкон урлă кармашать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас