Пур хыпар та
Новости
8 Майӑн 2020, 12:10

Пушкăртстанра 940 çынна сăвăс çыртнă

Май уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 940 çын пулăшу ыйтма пынă. Пĕлтĕр çак тапхăртах 1250 çынна шута илнĕ

Май уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 940 çын пулăшу ыйтма пынă. Пĕлтĕр çак тапхăртах 1250 çынна шута илнĕ.
Регионта сăвăссемпе çыхăннă лару-тăрăва Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ тишкерсе тăрать. Республикăри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче тата унăн филиалĕсенче çынна çыртнă сăвăс чирлипе чирлĕ маррине тĕпчеме ятарлă пунктсем уçнă.
- Управлени специалисчĕсем профилактикăпа çыхăннă ăнлантару ĕçĕсене йĕркелеççĕ. Чи кирли - хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курасси. Вĕсен шутне сăвăссем сарăлнă территорисенче хамăра тытма тата тумтире тĕрĕс тăхăнма пĕлни кĕрет. Çавăн пекех тумтирпе ÿт-пĕве шăршлă шĕвексемпе сĕресси те‚ – тесе ăнлантарнă лару-тăрăва тĕрĕслесе тăракан ведомствăра.
Май уйăхĕн улттăмĕш кунĕ тĕлне 1121‚4 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акарицид сапассипе çыхăннă ĕçсене туса ирттернĕ. Çав шута 320 гектар Ĕпхÿ хула территорийĕ те кĕрет. Республикăра пĕтĕмĕшле 4 пине яхăн гектар лаптăка асăннă им-çампа сапса тухĕç.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ республикăра энцефалит чирне тупассипе 433 сăвăса тĕпченĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ чирлĕ пулнă. Гигиенăпа эпидемиологи центрне тăратнă 202 юн ĕçекен хурт-кăпшанкăран 12-че боррелиоз инфекцине тупнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас