Инкек май уйахĕн 9-мĕшĕнче ирхине Благовещеск – Павловка – Эманино çул çинчи 15-мĕш çухрăмра пулса иртнĕ. Нуриман районĕнчи 37 çулхи водитель УАЗ автомобильпе пынă чухне кювета анса кайнă. Хурçă ут çаврăнса ÿкнĕ. Шăпах çав вăхăтра 60 çулхи пассажир, водителĕн ашшĕ, вилмеллех аманнă та вырăнтах чĕри тапма чарăннă. Ывăлĕ çакăн пек çухатăва чăтса ирттереймен, хăй çине алă хунă.