Новости
11 Мая 2020, 19:30

Радий Хабиров инфекци центрĕпе паллашнă

Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ районĕнче тăвакан клиникăпа диагностика инфекци центрĕпе паллашнă. Регион ертÿçи хăпартнă корпуссене пăхса çаврăннă, çав шутра медперсонал валли тунă 46 вырăнлă общежитине те. Çавăн пекех çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă, çĕнĕ больница май уйăхĕн 25-мĕш тĕлне пĕрремĕш пациета йышăнмаллине палăртнă.

- Çак объект пире питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен эпир кунта кăшăлвируспа чирлекенсене ятарлă специлазациленĕ пулăшу пама палăртатпăр. Медицина сфери йывăрлăха кĕрсе ан ÿктĕр. Центра шăпах çак тĕллевпе тăватпăр, - тенĕ Радий Хабиров. – Пирĕншĕн ку интереслĕ опыт пулса тăрать. Тулаш енчен пăхсан мана килĕшет. Шалта мĕнлерех хăтлăх пулнине каярах хак парăпăр. Çак опытпа эпир малашне ФАПсемпе ялти тухтăр амбулаторийĕсене тунă çĕрте усă курма та пултаратпăр.
Хăпартакан центр пĕр хутлă хăвăрт тăвакан модульлĕ конструкци çуртсенчен тăрать. Унăн пĕтĕмешле лаптăкĕ 16 пин тăваткал метрпа танлашать. Больница 470 çынна йышăнма пултарать.
Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсемпе пĕрле объект таврашĕнчи территорине симĕслетесси те пырать: çулçăллă тата лăсăллă йывăçсем лартаççĕ, тротуарсене йĕркене кĕтеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас