Пушкăртстанри пĕлÿ паракан организацисем малалла та дистанци мелĕпех вĕренĕç. Çакăн пирки ПР Правительствин вице-премьерĕ Фанур Ягафаров пĕлтернĕ.
- 1-4 классенче вĕренекенсемшĕн вĕренÿ çулĕ май уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 5-11 классемшĕн май уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕçленĕ, - тенĕ регионти Вĕрентÿ министерствинче.
Вăтам тата аслă пĕлÿ паракан заведенисенче вĕрентÿ процесĕ июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Анчах регионти хăш-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренÿ вăхăчĕ тăсăлма та пултарать. Пур экзаменсене те дистанци мелĕпе тытĕç.
- Май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшсем ĕçе тухнă ачасем валли ача сачĕсенче ятарлă дежурнăй ушкăнсенче вырăнсем уйăрĕç. Ун пек ушкăнсен шутне, мĕн чухлĕ кирлине пăхса, муниципалитетсем хăйсем тĕллĕн палăртĕç, - ăнлантарса панă министерствăра.
Ачисене ятарлă ушкăна çÿретес текен ашшĕ-амăшĕсен вĕрентÿ уйрăмĕ ячĕпе заявлени çырмалла. Унпа пĕрлех ача сывă пулнине çирĕплетекен справка та тăратмалла. Справкăна педиатртан дистанци мелĕпе те илме пулать.