Новости
13 Мая 2020, 08:15

Патшалăх Пухăвĕ маска тăхăнманнисене штрафлама йышăннă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн черетлĕ указĕнче кăшăлвирус эпидемине пула май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пурăнакансене маска тăхăнса çÿремелли режима пăхăнма хушнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн черетлĕ указĕнче кăшăлвирус эпидемине пула май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пурăнакансене маска тăхăнса çÿремелли режима пăхăнма хушнă.
Çак йĕркене пурнăçламасан штраф тÿлеме тÿр килĕ тесе пĕлтернĕ ПР Патшалăх Пухăвĕнче. Шăпах çак шайри депутатсем штраф виçисене çирĕплетнĕ. Маска тăхăнса çÿремен çынна пĕрремĕш хутĕнче 1-3 пин тенке штрафлама пултараççĕ, енчен те тепĕр хут лексен 3-5 пин. Должноçри çынсене вара 5-15 пин тенкĕ «парне кĕтет» (иккĕмĕш хутĕнче 15 -30 пин тенкĕ). Пайăр мар сăпатăн (юридичесое лицо) штраф виçи 50 -100 пин тенкĕпе (тепĕр хут лексен 100 -200 пин) танлашать. Граждансене çÿлерех асăннă йĕркене пăснишĕн асăрхаттарнипе те çырлахма пултараççĕ.
Пушкăртстанра май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа самоизоляции режимне çемçетнĕ, анчах та маска тăхăнса çÿрессине çирĕпрех ыйтма пуçланă. Çавăнпа та обществăлла вырăнсенче маска тата перчетке тăхăнса çÿремелле.
- Çĕршыв тата республика пĕчĕккĕн самоизоляции режимĕнчен тухать. Çавна пула обществăлла вырăнсемпе ĕç коллективĕсенче çынсем йышлăланаççĕ. Хальхи вăхăтра профилактика енĕпе чарусем туни питĕ кирлĕ. Шел пулин те пурте çак çирĕплетнĕ нормăсене пурнăçламаççĕ. Çак мерăсене эпир лайăх пурнăç пулнăран йышăнмастпăр. Чи кирли тата пĕлтерĕшли – республикăра пурăнакан çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ, - тесе ăнлантарса панă пушкăрт парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас