Новости
13 Мая 2020, 07:50

Пур техника та çĕнĕ

«Ермеккей хыпарĕсем» хаçат ĕçченĕсем «Северная Нива Башкирия» ОООн Янăшмари машинăпа трактор паркĕнче тракторсене, çĕре сухалакан, кăпкалатакан машинăсене, акмалли комплекссене пурне те пĕр йĕркене тăратса тухнине асăрханă.

Çак кун хуçалăха Воронеж хулинчи «ЭкоНива Черноземье» сервис службинче ĕçлекенсем, Александр Мишкин тата Виктор Вишняков инженерсем, килсе çитнĕ иккен.
- Пирĕн пур техника та çĕнĕ, пурте ют çĕршывра туса кăларнисем, - пĕлтернĕ тĕп инженер Владимир Яковлев.
Çуркунне çитсен аграрисем Sonn Deer PB5 кăпкалатмалли, касăллă культурăсем акмалли сеялка, çав фирмах туса кăларнă, çĕре лаппипе кăпкалатмалли икĕ культиватор, TIGARBO ADC-6 дискатор, Velens AГС -22 шăллă, гидрофицированный сÿре туяннă.
Çывăх вăхăтра тăватă çĕнĕ трактор, ултă тыр-пул пуçтармалли комбайн килсе çитмелле. Çĕр ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен хуçалăхĕнче вун ултă ядерлă сеялка та пур. Вăл – чи хăватлă та шанчăклă техникăсенчен пĕри.
Читайте нас