Май уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне регионта тĕш тырă‚ пăрçа йышши тата техника культурисене 1 млн та 32 пин гектар çинче акнă. Асăннă кăтарту палăртнă çурхи акан çуррипе танлашать. Унсăр пуçне аграрисем кĕрхи культурăсене апатлантарнă‚ çĕр нÿрне сыхлассипе çыхăннă ĕçсене те вĕçленĕ.
Юлашки эрне хушшинче кăна çур акин лаптăкĕ 700 пин гектара ÿснĕ. ПР Правительствин Премьер-министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов оперативлă ларура пĕлтернĕ тăрăх‚ ăшă çанталăк тăнипе ака ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланнă. Пĕр талăк хушшинче аграрисем 120 пин гектар çĕр лаптăкĕ акнă.
Çтерлĕпуçпа Шаран‚ Дюртюлĕпе Илиш районĕсенче çурхи культурăсем йышăнакан çĕр лаптăкĕн 70% акнă. Илиш районĕнчи çĕр ĕçченĕсен ака ĕçĕсене 17% çĕр лаптăкĕ çинче çеç пурнăçламалли тăрса юлнă.
Росагролизинг урлă техника туянма тăратнă заявкăсен калăпăшĕ 2‚3 млрд тенкĕпе танлашать. Эрне хушшинче çак кăтарту 225 млн тенке ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле 1 млрд та 145 млн тенкĕлĕх килĕшÿ туса алă пуснă.
Вице-премьер сăмахĕсем тăрăх‚ АПК предприятийĕсенче санитарипе эпидемиологи нормисене епле пурнăçланине те тĕрĕслеме тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле 198 организаци тĕрĕсленĕ‚ пĕр протокол çырнă.
Ирида НОВИКОВА.