Новости
14 Мая 2020, 07:00

Ĕпхÿри 3№ ача-пăча ÿнер шкулне çĕнĕ рояльпе тивĕçтернĕ

Ĕпхÿри 3№ ача-пăча ÿнер шкулĕ тинех чылайранпа кĕтнĕ инструмента‚ «Yamaha» рояле‚ туяннă. Ÿнер шкулĕн пурлăх никĕсне «Культура» наци проекчĕ витĕмĕпе пуянлатнă. Рояль туянма федераллă бюджетран 1‚4 млн тенкĕ‚ хула бюджетĕнчен 116 пин уйăрса панă.

Ĕпхÿри 3№ ача-пăча ÿнер шкулĕ тинех чылайранпа кĕтнĕ инструмента‚ «Yamaha» рояле‚ туяннă. Ÿнер шкулĕн пурлăх никĕсне «Культура» наци проекчĕ витĕмĕпе пуянлатнă. Рояль туянма федераллă бюджетран 1‚4 млн тенкĕ‚ хула бюджетĕнчен 116 пин уйăрса панă.
Ĕпхÿ мэрийĕн культура тата ÿнер енĕпе ĕçлекен управленинче пĕлтернĕ тăрăх‚ проектпа килĕшÿллĕн ÿнер шкулĕ валли ноутбук‚ тамбурин‚ оркестр шăнкăравĕсем тата «Сольфеджио» предмета вĕрентме вĕрентÿ хатĕрĕсем те туяннă.
- Ĕпхÿре кĕвĕ инструменчĕсене тахçанах çĕнетмен. Телее‚ пирĕн шкул «Культура» наци проектне хутшăнма тивĕçрĕ. Хальхи вăхăтра шкулта профессиллĕ программăна çывăх мелсемпе усă курса вĕрентеççĕ. Çулсерен ÿнер шкулĕн выпускникĕсем профильлĕ аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ‚ малашнехи пурнăçне те юрă-кĕвĕпе çыхăнтараççĕ. Халĕ вара пирĕн шкул паянхи кун ыйтнине тивĕçтерсе тăрать‚ – тенĕ 3№ ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ Павел Киселев.
«Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Ĕпхÿ хулинчи ача-пăча ÿнер шкулĕсене маларах та кĕвĕ инструменчĕсем туянма хушма укçа-тенкĕ уйăрса панă. 2019 çулта ПР Культура министерстви асăннă шкулсене «Николай Рубинштейн» ятлă 12 пианино парса хавхалантарнă. Вĕсен тăкакĕ 4‚2 млн тенкĕпе танлашать.
2020 çулта 5 тата 9№ кĕвĕ шкулĕсене те кирлĕ инструменсемпе тивĕçтернĕ.
Çĕнĕ те паха инструментсем шкулсенче вĕренекенсемпе педагогсен ăсталăх шайне ÿстерме‚ фестивальсемпе конкурссенче пысăк çитĕнÿсем тума пулăшĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас