Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин юлашки кăтартăвĕсем тăрăх‚ республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем 457 гектар ытла çĕр улми лартнă. Пĕтĕмĕшле вара 2‚1 пин гектар çинче лартма палăртаççĕ.
Кăçал регионта çĕр улмине палăртнă вăхăтран маларах лартма тытăннă тесе пĕлтернĕ аграри ведомстви. Сăмах май‚ иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне асăннă пахча çимĕçе лартнă тĕслĕх пулман.
Чи пысăк çĕр улми анисем Ĕпхÿ районĕнче вырнаçнă. Кунта иккĕмĕш çăкăра 593 гектар çинче çитĕнтерме палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне çимĕçе 120 гектар çĕр лаптăкĕ çинче лартнă.
Пушкăртстанри 41 районти хуçалăхра çĕр улми ÿстереççĕ. Вĕсенчен 17-че асăннă пахча çимĕçе лартма тытăннă. Кармаскалă районĕнче вара çĕр улми ÿстерме уйăрнă 65 гектар çинчи ĕçсене вĕçленĕ.