Новости
19 Мая 2020, 12:00

Черетлĕ бассейнлă физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекс хăпартнă

Элшел районĕн тĕп салинче‚ Раевкăра‚ бассейнлă физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекс хăпартнă. Çакă районта пĕрремĕш бассейн пулнине те палăртса хăвармалла.

Элшел районĕн тĕп салинче‚ Раевкăра‚ бассейнлă физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекс хăпартнă. Çакă районта пĕрремĕш бассейн пулнине те палăртса хăвармалла.
Тăрăллă ишмелли бассейнта 25 метрлă тăватă тăрăх пур. Вĕсен тарăнăшĕ - 1‚80 метр. Унсăр пуçне çĕнĕ комплекса шыв тасатмалли паянхи кун ыйтакан системăсемпе те тивĕçтернĕ. Физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплексра баскетбол‚ волейбол‚ гандбол тата мини-футбол вылямалли спорт залĕ те (лаптăкĕ 45х25 метр) пур. Çавăн пекех кунта хывăнса тăхăнмалли тата душ пÿлĕмĕсем‚ гардероб‚ регистратура‚ медицина кабинечĕ‚ буфет тата администраци пÿлĕмĕ вырнаçнă. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3087‚4 тăвакал метрпа танлашать.
Çĕнĕ объекта хăпартнăранпа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те уçăлнă. Паянхи кун тĕлне çĕнĕ штат расписанине çирĕплетнĕ. Объекта хута яма хатĕр.
- Шел‚ эпидемие пула бассейнлă спорткомплекса уçма май çук. Çĕршыври лару-тăру лайăхлансанах ишме кăмăл тăвакан ачасем валли ушкăнсем йĕркелĕпĕр‚ ыттисем те бассейнпа усă курма пултарĕç‚ – тенĕ Элшел район администраци пуçлăхĕ Дамир Мустафин.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас