РФ Президенчĕ Владимир Путин кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче Раççей çыннисене пулăшу памалли мелсене сÿтсе явма сĕннĕ. Правительствăн июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен социаллă сферăра ĕçлекенсене социаллă хушма тÿлевпе тивĕçтересси тата ача пăхнăшăн паракан пособие ÿстересси çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртмелле.
Унсăр пуçне Министрсен Кабинетне тата регионти власть органĕсене кăшăлвируспа кĕрешекен медицина ĕçченĕсене укçа тÿленине кăтартакан мониторинга илсе пыма хушнă. Май уйăхĕн 25-мĕшĕччен 16 çула çитичченхи ачасене пĕр хутчен паракан 10 пин тенке илессипе çыхăннă ыйтăва татса памалла.
- Палăртнă тÿлеве илмелли заявление патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ е РФ Пенси фончĕн уйрăмĕ урлă тăратма май туса памалла, - тенĕ Владимир Путин хăй хушăвĕсенчен пĕринче.