Пушкăртстанри «Росагролизинг» АО программа урлă ял хуçалăх техникине туянма заявка парассипе Раççейăн ытти регионĕсем хушшинче (Тутарстанпа кăнтăр енчи регионсене иртсе) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă канашлура заявкăсене йышăнасси вĕçленни çинчен правительствăн вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне 1‚2 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем алă пусса хатĕрленĕ. «Росагролизинг» тăратнă заявкăсен пĕтĕмĕшле хакĕ вара 2‚4 млрд тенкĕпе танлашать.
- «Росагролизинг» урлă «Башагромаш» АО туса кăларакан тăпра кăпкалатмалли техника аккредитациленет. «Чулпан» хăй тĕллĕн çÿрекен косилка льготăллă лизинг программипе килĕшÿллĕн аккредитаци иртнĕ‚ – пĕлтернĕ республикăри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Кăçал ял хуçалăх техникине лизинг программи урлă пуçламăш тÿлевсĕр тата аванс укçисĕр туянма май пулнă. Тĕп парăма (кивçен илнĕ укçа-тенке) пĕр çул каярах юлса парса татма юрать. Лизинг килĕшĕвне 8 çуллăха алă пусса çирĕплетме те пулать. Кун пек чухне тавар хакĕ палăртнинчен 3% ытлашши ÿсмĕ. Çав вăхăтрах техника туса кăларакан производительсем тĕрлĕ акцисем вăхăтĕнче тавар хакне йÿнетесси сыхланса юлĕ.