Çак кунсенче #МирПобедаДом уçă флешмоб-конкурс вĕçленчĕ. Ăна Ĕпхÿри хĕрарăмсен канашĕ‚ тĕп хулари ача-пăча филармонийĕ‚ Экологипе биологи центрĕ‚ Ĕпхÿри А. Давлетов ячĕллĕ ал ĕçĕпе сервис колледжĕ йĕркеленĕ.Самоизоляци режимĕ вăхăтĕнче ĕçĕн тĕрĕс çул-йĕрне суйласа илнĕшĕн флешмоб-конкурса хутшăнакансем паянхи кунччен тав сăмахĕсем çыраççĕ. Ĕпхÿ хулинче тата республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем 236 пултарулăх ĕçĕ тăратнăччĕ. Вĕсене жюри членĕсем тимлĕн пăхса тухрĕç. Йĕркелÿçĕсем конкурс лауреачĕсемпе кашни хутшăнакана дипломсем ярса пачĕç. Мĕншĕн тесен хула конкурсĕ пысăк уçă конкурс шайĕнче иртрĕ. «Ачасем вăрçă паттăрĕсене пĕлни‚ çемье историне асра тытни‚ çĕр çинчи тăнăç пурнăçа хаклама пĕлни савăнтарать!» - тесе çырнă Ĕпхÿ çыннисем социаллă сетьсенчи пирĕн страницăра. Флешмоба хастар хутшăнакансенчен пĕри - Ĕпхÿ хули. Вăл конкурса 144 пултарулăх ĕçĕ тăратрĕ. Унта мăн аслашшĕсемпе аслашшĕсем çинчен каласа панисем‚ вĕсемпе пĕрле юрланă юрăсем‚ медицина ĕçченĕсемпе учитель-ветерансем çинчен хатĕрленĕ видеоматериалсем‚ вăрçă хирĕнче пуçне хунă тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен çинчен çырнисем тата ытти те пур. Сăмахран‚ Ĕпхÿри ача-пăча филармони ятĕнчен 31 видеоматериал килсе çитрĕ. Çавăн пекех В.М. Комаров ячĕллĕ хулари ачасен пултарулăх çурчĕ - 7; «Орион» çамрăксемпе ачасен пултарулăх çурчĕ - 1; Ленин, Октябрьский, Киров, Дема районĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсем - 18; Чăваш хĕрарăмĕсен канашĕ - 4; Советский районĕнчи аттесен канашĕ - 2; Ĕпхÿри ал ĕç тата сервис колледжĕ - 3; Ĕпхÿри нумай профильлĕ колледж - 7; «Я - гений» ача сачĕ - 33; Экологипе биологи центрĕ -11; Ĕпхÿ хулинчи шкулсем - 15; Пушкăрт патшалăх медицина универститечĕ - 2; ача сачĕсем 10 ĕç ярса панă. Флешмоба ытти хуласемпе районсем хутшăннине те палăртса хăварма кăмăллă. Кушнаренково районĕ 20 видеоматериал тăратрĕ‚ Кармаскалă районĕ - 8; Нефтекамск хули - 3; Калтасă районĕ -10; Белорецк - 3; Дюртюли - 1; Мишкин районĕ - 2; Дуван районĕ - 9; Зилаир районĕ - 8; Ĕпхÿ районĕ - 1; Бирск - 1; Бакалă районĕ - 5. Унсăр пуçне флешмоб-конкурса пирĕн профессионал артистсем‚ БСТ директорĕ‚ сасă режиссерĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем артистсен ятĕнчен 21 професси шайĕнчи видео тата Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн ĕçченĕсенчен 3 видеоролик ярса пачĕç; Çтерлĕ хули - 1; «Мирас» фольклор юрăпа ташă ансамблĕ - 4; Х.Ахметов ячĕллĕ пушкăрт патшалăх филармонийĕ - 3; З.Исмагилов ячĕллĕ ÿнер институчĕ - 4; «Нур» тутар театрĕ - 1; «Башкортостан» ТРК тата БСТ - 2; ПР Шалти ĕçчен министерстви тата федераллă Айăплав службин управленийĕ - 3.
Конкурс çĕнтерÿçисен хушшинче чăваш хастарĕсем те палăрчĕç. Ĕпхÿ хулинчи Ирина Сухаревапа Екатерина Емельянова 1-мĕш степень лауреачĕ пулса тăчĕç. Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи Егор Кобяков 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Пурне те çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатпăр.
Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă кун эпир пурте пĕр çемьери пек пĕр пĕрлĕхре пултăмăр. Çакă ыранхи кунра оптимизмпа шанчăклăх çуратать.
Людмила МУРМАНСКАЯ.
Ĕпхÿ хули.