Авăркас районĕнчи Таштамакпа Курманаево ялĕсенче июнь уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене (ФАП) хута ярĕç. Объектсене «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» федераллă программа укçи-тенкипе хăпартаççĕ.Таштамак ялĕнчи ФАП пĕр ял Канашне кĕрекен виçĕ яла‚ 1000 яхăн пациента‚ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрĕ‚ Курманаево ялĕнчи - Уршак ял Канашĕнчи 800 яхăн çынна. Асăннă ялсенчи амбулатори пункчĕсене 50-60 çул каялла хăпартнă‚ вĕсем кивелнĕ. Çĕнĕ ФАПсем паянхи кун ыйтнă нормăсене тивĕçтерсе тăрĕç. Вĕсенче вырăнти фельдшерсемпе килсе çÿрекен тухтăрсен бригади ĕçлеме пултарать.
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ витĕмĕпе 2020 çулта 72 модульлĕ ФАП туянма палăртать. Вĕсенчен 57-шĕ валли укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрнă‚ 15-не – республика хысни. Çавăн пекех кăçал 2019 çулта тума тытăннă 13 ФАПа хута ярĕç. Вĕсене республикăри адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн хăпартнă.
Республикăра пĕтĕмĕшле 300 яхăн кивĕ фельдшерпа акушер пунктне улăштармалла. Пĕр модульлĕ ФАПăн хакĕ 3-5 млн тенкĕпе танлашать.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.