Новости
20 Мая 2020, 08:00

«Пушкăртстанăн пултаруллă çемйисем» флешмоб

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн Республикăри халăх пултарулăх центрĕ «Пушкăртстанăн пултаруллă çемйисем» флешмоб йĕркеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн Республикăри халăх пултарулăх центрĕ «Пушкăртстанăн пултаруллă çемйисем» флешмоб йĕркеленĕ. Унта халăх пултарулăхне кăмăллакан пултаруллă та пуçаруллă çемьесем хутшăнма пултарнă. Юрлама‚ ташлама‚ кĕвĕ инстуменчĕсем калама пĕлекен çемьесем социаллă сетьсенче çемье пултарулăхне кăтартса паракан видеоролик тăратмалла пулнă.
Асăннă флешмоба пĕрремĕш хутшăнаканнисенчен пĕри Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнче пурăнакан Ефимовсен çемйи пулнă. Çемье пуçлăхĕ Анатолий Николаевич Çĕпĕрте вахта мелĕпе ĕçлет‚ Альмира Ивановна - çемьен шанчăклă тылĕ. Мăшăрĕ ĕçре пулнă вăхăтсенче хуçалăхри ĕçсем хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенеççĕ. Ефимовсем выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал та сахал мар ĕрчетеççĕ‚ нумай пахча çимĕç ÿстереççĕ‚ хурт-хăмăр тытаççĕ. Вĕсен çуртĕнче тирпейлĕх‚ пахчипе кил-картишĕнче илемлĕх хуçаланать. Унсăр пуçне кил хуçи арăмĕ хăйĕн мăнукĕсемпе вăхăта ирттерме юратать. Вĕсем валли ăшă алса-чăлха çыхать‚ тутлă кукăль-булка пĕçерет.
Альмира Ивановнан юратнă чун киленĕвĕ пур. Вăл мĕн ачаран юрă-кĕвĕпе туслă. Ашшĕ хăй вăхăтĕнче хĕрне хут купăс парнеленĕ. Несĕлтен пултаруллă (самородок) хĕрарăм культура çуртĕнчи вокалпа фольклор ушкăнĕсене те хут купăс каласа пулăшу парать, халăха савăнтарать. Мăнукĕсене те халăх пултарулăхне юратма вĕрентет.
Ирида МАТНИЯЗОВА
Читайте нас