Новости
20 Мая 2020, 09:30

Вĕренсе тухакансене 500 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстанра çамрăк специалистсене агропромышленность комплексне явăçтарас тĕллевпе вăтам ятарлă вĕрентÿ заведенисен выпускникĕсене пĕр хутчен паракан патшалăх пулăшăвне паянхи 300 пин тенкĕрен 500 пине çити ÿстерме йышăну тунă. Çак йышăнăва регион правительствин ларăвĕнче çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанра çамрăк специалистсене агропромышленность комплексне явăçтарас тĕллевпе вăтам ятарлă вĕрентÿ заведенисен выпускникĕсене пĕр хутчен паракан патшалăх пулăшăвне паянхи 300 пин тенкĕрен 500 пине çити ÿстерме йышăну тунă. Çак йышăнăва регион правительствин ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Вице-премьер - республикăри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх‚ аграри специалисчĕ ял хуçалăх сферинче пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле. Çав вăхăтрах асăннă укçана ĕç стажĕ ултă уйăх е ытла пулсан çеç тÿлĕç.
Патшалăх пулăшăвне кĕрет (очно) формăпа пĕлÿ илнĕ‚ вĕрентÿ заведенине 2016 çулччен вĕренсе тухнă‚ АПК организацине вĕрентÿ учрежденине пĕтернĕ çулах ĕçлеме вырнаçнă çамрăксене параççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем вара çамрăк специалистсене патшалăх программин индикаторĕнчен кая мар ĕç укçипе тивĕçтермелле. 2020 çулта асăннă специалистсен ĕç укçи 26 пин те 300 тенкĕпе танлашать.
- 2009 çултан пуçласа патшалăх пулăшăвĕпе 1220 çамрăк специалист усă курнă. Вĕсенчен 854-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ‚ 366-шĕ – вăтам пĕлÿ. 2009 çулта асăннă отрасльте 2‚7 пин кадр çитменни паллă пулнă‚ паянхи кун - 1‚5 пине яхăн çын‚ – тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Прогнозпа килĕшÿллĕн АПКра çулсерен 710 çын ( пилĕк çул хушшинче 3550 çын) çитмест. Вĕсен шутĕнче: аслă пĕлÿ илнисем -270 çын‚ вăтам специальность илнисем – 440. Агропромышленность комплексĕн отраслĕсене уйрăммăн пăхса тухсан‚ çакă паллă: ÿсен-тăран çитĕнтерекенсем – 300 ‚ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем -260‚ продукци туса кăларакансем 150 специалист çитмеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас