Урал сасси
+20 °С
Дождь
Новости
21 Мая 2020, 09:30

ПР Пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен агентствине Максим Ульчев ертсе пырĕ

Пушкăртстанри Пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин пуçлăхĕн тивĕçĕсене малашне Максим Ульчев пурнăçлĕ. Асăннă хушăва Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанри Пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин пуçлăхĕн тивĕçĕсене малашне Максим Ульчев пурнăçлĕ. Асăннă хушăва Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ.
Максим Ульчев 1976 çулхи февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче çуралнă. Тĕп патшалăх авиаципе техника университетĕнче «Экономикăри информаци системисем» специальноçа алла илнĕ.
Ĕçлĕ пурнăçне 1997 çулта акционерлă коммерци РФ Перекет банкĕн Пушкăртстанри уйрăмĕнче экономист пулса ĕçленинчен тытăннă. 1998 çулта - «Башгазинвест» ООО Ивестици компанийĕн аналитикĕ.
1998-2004 çç. - акционерлă коммерци РФ Перекет банкĕн Пушкăртстанри уйрăмĕнче экономика пайĕн экономисчĕ, секторăн ертсе пыракан тĕп экономисчĕ.
2004-2007 çулсенче - РФ Акционерлă коммерци Перекет банкĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пуçлăхĕ.
2007 çулта – ПР Президент администрацийĕн экономика тата социаллă политика управлени уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ.
2007-2009 çулсенче – ПР тулаш экономика çыхăнăвĕсен, суту-илÿ тата предпринимательство министрĕн çумĕ.
2010 çулта Максим Ульчев «Башинформ» Информаци агентствин тĕп директорĕ пулнă.
Аса илтеретпĕр, ведомствăн малтанхи ертÿçи Борис Мелкоедов урăх ĕçе куçнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас