Раççей Президенчĕ Пушкăртстан администраци пуçлăхĕн ертÿçине Александр Сидякина патшалăх наградипе чысласси çинчен калакан указа алă пуснă. Александр Сидякин «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» II степень орден медальне тивĕçнĕ. Официаллă документра награда пирки кĕскен çеç ăнлантарса çырни пур. «Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн», - тенĕ унта. Александр Сидякин Пушкăртстан Правительствин аппаратĕнче 2018 çулхи октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен ĕçлет. Унччен маларах Тутарстан ятĕнчен Патшалăх Думин депутачĕ, Паташалăх Думин çурт-йĕр политикипе коммуналлă хуçалăх комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă.