Новости
22 Мая 2020, 07:15

Инфекци госпиталĕ июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пациентсене йышăнĕ

Ĕпхÿ районĕнчи Зубовăри çĕнĕ клиникăпа диагностика инфекци центрĕ пĕрремĕш пациентсене июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăнĕ. Çак хыпара сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин кăшăлвируспа кĕрешес ĕçе йĕркеленĕ оперативлă штабăн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Ĕпхÿ районĕнчи Зубовăри çĕнĕ клиникăпа диагностика инфекци центрĕ пĕрремĕш пациентсене июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăнĕ. Çак хыпара сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин кăшăлвируспа кĕрешес ĕçе йĕркеленĕ оперативлă штабăн ларăвĕнче пĕлтернĕ. ПР Првительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Назаров сăмахĕсем тăрăх‚ объектри строительство ĕçĕсене май уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.
Сывлăх сыхлав учрежденине уçнă хыççăн медицина ĕçченĕсене оборудованисен ĕçне йĕркелеме темиçе кун кирлĕ. Унтан тин госпиталь пациентсене йышăнма тытăнĕ.
- Кăшăлвируспа чирлекенсене йышăнма хатĕрленĕ медицина учрежденисен шутне пĕчĕклететпĕр‚ – тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Вăл регионти сывлăх сыхлав сфери çынсене медицина пулăшăвĕпе тулли калăпăшпа тивĕçтерессине те палăртса хăварнă.
- Çынсене тухтăрсем патне лекме йывăрри çинчен мана час-часах хыпарлаççĕ‚ – тенĕ Радий Хабиров. – Ăçта-тăр ĕç юхăмĕ пăсăлни‚ маршрутизаци ыйтăвĕ сиксе тухни палăрать. Çынсене çакна ăнлантарса памалла. Чирлисене планпа килĕшÿллĕн йышăнассине‚ медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелемелле.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас