Роспобрнадзор 2020 çулхи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен расписанине пичетлесе кăларнă. Пĕрремĕшĕ июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕ. Çак кун вĕренсе тухакансем географи, литература тата информатика предмечĕсемпе экзаменсем тытĕç.
Июль уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе, июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче – математикăпа, июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче историпе тата физикăпа, июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче обществознанипе, химипе, июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче биологипе, июль уйăхĕн 16, 18, 20-мĕшĕсенче ют çĕршыв чĕлхисемпе экзаменсем пырĕç.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, экзаменсене аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕрес текенсем çеç параççĕ. Чи малтан экзаменсем июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланаççĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Анчах кăшăлвирус пандемине пула пĕтĕмлетÿ аттестацине куçарма тÿр килнĕ.