Пур хыпар та
Новости
22 Майӑн 2020, 19:10

Ĕпхÿрен Владивостока çити пуйăспа

Раççей чукун çул пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çитес уйăхран пуçласа Ĕпхÿ хули урлă Самара – Владивосток пуйăс тăватă кунта пĕр хут çÿреме пуçлать. Унăн составĕ плацкарт тата купе вакунсенсен тăмалла. Вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăр çынсем (инвалидсем) валли ятарлă купесем пулмалла

Раççей чукун çул пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çитес уйăхран пуçласа Ĕпхÿ хули урлă Самара – Владивосток пуйăс тăватă кунта пĕр хут çÿреме пуçлать. Унăн составĕ плацкарт тата купе вакунсенсен тăмалла. Вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăр çынсем (инвалидсем) валли ятарлă купесем пулмалла.
Çул вăрăмĕшĕ 8385 çухрăмпа танлашать. Вăл Ĕпхÿ, Челябинск, Курган, Омск Новосибирск, Красноярск, Иркутск, Улан Уде, Чита, Хабаровск, Уссурийск станцисем урлă иртĕ.
Ĕпхÿ хулинчен асăннă поезд ирхине 08:23 сехетре (вырăнти вăхăтпа) çула тухать. Билет хакĕ Владивостока çити плацкарт вакунта 10433 тенкĕ тăрать пулсан, купере – 15900.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас