Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
22 Мая 2020, 06:40

Тепĕр икĕ ФАП Ермеккей районĕнче пулĕ

Çывăх вăхăтра хăйсен алăкĕсене Ермеккей районĕнчи икĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă.

Çывăх вăхăтра хăйсен алăкĕсене Ермеккей районĕнчи икĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă.
Фельдшерпа акушер пункчĕсенчен пĕри Креппит ялĕнче, тепри Новошаховăра вырнаçнă. Креппит ялĕнчи 64 тăваткал метрлă кирпĕч çурта çичĕ уйăх хушшинче хăпартнă. Контракт хакĕ 2,9 млн тенке ларнă. Халĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче паянхи саманапа килĕшÿллĕ хатĕрсем тата сĕтел-пукан вырнаçтарас ĕç пырать. Çывăх вăхăтра вăл пациентсене йышăнма пуçлĕ. Çĕнĕ ФАП Креппит, Михайловка, Князевка ялĕнче пурăнакансен сывлăхĕсене тимлесе тăрĕ.
- Кивĕ фельдшерпа акушер çуртне 1967 çулта хăпартнă, - тет Ермеккейĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Рамиль Гизитдинов. – Çĕнĕ çуртра тăватă кабинет. Планирвоки те питĕ меллĕ. Черет кĕтмелли зал, пациентсене йышăнмалли, процедура, çавăн пекех гинекологи кабинечĕсем пулĕç. Пĕрремĕш пациентсене июнь пуçламăшĕнчех йышăнма тытăнатпăр. Ново-Шахово ялĕнче те çавăн пекех ФАП пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас