Ял хуçалăх министерстви республикăри хурт-хăмăр ăстисен реестрне хатĕрленĕ. Ăна ведомствăн сайтĕнче вырнаçтарнă. Ун урлă 11 пин утарçăн контактлă даннăйĕсене пĕлме пулать. Çак пысăк йыш пурĕ 218 пин хурт-хăмăр çемйине пăхса тăрать.
ПР правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов хурт-хăмăр ăстисене халалланă канашлура районсенче административлă комиссисем йĕркеленине пĕлтернĕ. Вĕсем утарсене идентификацилес тата паспортсем хатĕрлес ĕçе пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пекех уй-хирсене наркăмаш сапас умĕн çакăн çинчен утарçăсене пĕлтерсе асăрхаттараççĕ, пĕрле профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Регионта интерактивлă карта тăвассипе те ĕçлеççĕ. Ун çинче Пушкăртстанри уй-хирсемпе вĕсен çывăхĕнче вырнаçнă утарсене курма пулĕ.
Раççейри ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов хурт-хăмăр отрасельне аталантарни ытларах пыл туса илме çеç мар, уй-хирти ÿсентăрансен тухăçлăхне тата пахалăхне ÿстерме те май парать. Çакă вĕлле хурчĕсем шăрка тусанĕсене (пыльца) пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнипе çыхăннă. Раççей Ял хуçалăх министерстви тăтăшах регионсенче хурт-хăмăр ăстисен реестрне хатĕрлени пирки мониторинг ирттерет. Çак енĕпе Пушкăртстанăн кăтартавĕсене ытти регионсемпе танлаштарсан ырланă.
Канашлу вăхăтĕнче уйрăм пыл туса илекенсене пĕр пысăк кооператива пĕрлештересси пирки сăмах хускатнă. Çакă тавар рынокне кĕме, пысăк партипе продукци хатĕрлеме, пур пек патшалăх пулăшăвне илме майсем туса парать. Джамбулат Хатуов кооператив пĕрлешĕвĕсем кашни регионтах пулмаллине палăртнă.