Новости
23 Мая 2020, 18:55

Туймазăри ĕçлемен паркри пăтăрмах

Туймазă хулинчи икĕ арçын ача, 7 тата 12 çултисем, ĕçлемен вĕрен (веревочный) паркра çÿренĕ чухне хăйсене валли хăйсем инкек тупнă. Вĕсем çÿллĕ вырăна çăмăлах хăпарнă, анчах та каялла анма шикленнĕ. Çавăнпа ирĕксĕрех çăлавçăсене чĕнме тÿр килнĕ.

Çак пăтăрмах хула паркĕнче май уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Парка ашшĕ-амăшĕсĕр килнĕ ачасем выляса савăнас тĕллевпе çÿллĕ вырăна хăпарса кайнă, каялла анма вĕсемшĕн çул хупă пулнă. Телее, çÿллĕшĕнче çакăнса тăракан шăпăрлансене иртсе çÿрекенсем асăрханă та васкавлă пулăшу службине чĕнсе илнĕ. Вырăна килсе çитнĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем ачасене çĕр çине антарнă, никам та суранланман.
Асăнна ведомство ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пепкисене тимлĕхсĕр хăвармалла маррине асăрхаттарать, вĕсене хăрушсăрлăх виçисене вĕрентме, вылянă чухне инкек сиксе тухма пултаракан вырăнсем çинчен каласа пама ыйтать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас