Хальхи вахăтра ун валли проектпа тĕпчев ĕçĕсем туса ирттерме организаци шырать. Çак ĕçĕн хакĕ 7 млн тенкĕпе танлашмалла. Объект ăçта пулмаллине те суйласа илнĕ. Вăл пушанса юлнă Новоалександровка поселокĕнче вырнаçмалла.
Патшалăх туянăвĕ (госзакупка) офицаллă сайта вырнаçтарнă документсем тăрăх, суйласа илнĕ участокăн кадастр хакĕ 227,4 млн тенкĕпе танлашать. Унта çын вилсен пытарассипе çыхăннă ĕçсене йĕркелеме юрать.
Аукцион условийĕсем тăрăх конкурса хутшăнакан предприятин пĕр е икĕ хутлă çуртăн (лаптăкĕ унăн пĕр пин «тăваткал») проектне хатĕрлемелле. Унта кремаци кăмакисем валли икĕ зал (пурăна киле виççĕмĕш те пулмалла) тата сивĕтсе шăнтмалли камера, пушă урнăсем валли уйрăм пÿлĕм, траур залĕ, кремаци процесне мĕнле пурнăçланине сăнаса тăмалли кĕтес, вилнĕ çынна çунтарнă хыççăн юлнă кĕле памалли вырăн, чечек пулĕмĕ тата уйрăлу церемонине йĕркелемелли лапам пулмалла. Кăмакасен ĕçне компьютер урлă йĕркелесе тăрĕç. Унсăр пуçне тиемелли хатĕрсемпе, рельса сарнă çулпа тата креморегуляторпа тивĕçтермелле. Ĕпхÿри çак социаллă объектăн пĕр кăмакин хăвачĕ çулталăкне 5 пин çынна кремаци тума май парать.
Вулакансене çакна та асăрхаттарасшăн, пилĕк çул каялла тĕп хулан Затон микрорайонĕнче крематори хăпартма тытăнса пăхнăччĕ. Ун чухне вырăнта пурăнакансем хирĕç пулнипе çак шухăша пăрахăçлама тÿр килнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.