Пур хыпар та
Новости
26 Майӑн 2020, 17:35

Леуза ялĕнче çĕнĕ шкулпа ача сачĕ уçăлнă

Киги районĕнчи Леуза ялĕнче çĕнĕ шкул хута янă. Икĕ хутлă çуртра 80 ача вĕренмелли шкул тата 40 шăпăрлан валли ача сачĕ вырнаçнă. Объекта хăпартма 160 миллион тенкĕ тăкакланă.

Киги районĕнчи Леуза ялĕнче çĕнĕ шкул хута янă. Икĕ хутлă çуртра 80 ача вĕренмелли шкул тата 40 шăпăрлан валли ача сачĕ вырнаçнă. Объекта хăпартма 160 миллион тенкĕ тăкакланă.
Шкул хальхи пурнăç ыйтнине пĕтĕмпе тивĕçтерет. Унта компьютер класĕ, лаборатори, лингафон кабинечĕ, спортзал (душ пÿлĕмĕсемпе) пур. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен пÿлĕмĕсене интерактивлă доскасемпе тивĕçтернĕ.
Пĕр класс пулĕмĕнче «геройсен парттисене» вырнаçтарнă. Вĕсене Леуза ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Сергеевич Ракшин Совет Союзĕн Геройне тата Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă чух пуçне хунă Дмитрий Силкона халалланă. Вĕренÿ заведенийĕ Дмитрий Ракшин ячĕллĕ пулĕ. Асăннă партăсем хушшине ларма вĕренÿре лайăх кăтартусемпе палăрнă ачасем çеç тивĕçĕç.
- Шкул, чăн та лайăх пулчĕ. Вăл ачасене килĕшессе шанатăп. Çак пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухнисемпе малашне район та мăнаçланĕ, - тесе палăртнă район администрацин пуçлăхĕ Зухра Гордиенко.
Читайте нас