Ĕпхÿри «Дема-6» çĕнĕ кварталта 260 вырăнлă ача сачĕ хăпартас ĕç вĕçленнĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5 пин тăваткал метрпа танлашать. 252№ ача сачĕн заведующийĕ Татьяна Пивоварова каланă тăрăх‚ шкул çулчченхи учреждени шăпăрлансене йышăнма хатĕр. Пĕтĕмĕшле кунта 12 ушкăн пулĕ‚ вĕсенчен иккĕшĕ ясли ÿсĕмĕнчи ачасем валли.
- Кунта ачасене аталантарма пур условисем те пур: юрă-кĕвĕ пÿлĕмĕ‚ спорт зал‚ вылямалли пысăк пÿлĕм‚ цифрăллă наука лабораторийĕ. Асăннă лабораторинче ачасем физикăпа хими‚ биологи процесĕсене тĕпчĕç. Унсăр пуçне ача садĕнче ÿкерÿ студийĕ те пур. Унта шăпăрлансем ÿкерме вĕренĕç. Пирĕн тĕп тĕллев –ача садне ачасемшĕн ăшă та хăтлă тăвасси‚ вĕсене шкула лайăх хатĕрлесси‚ пултарулăхĕсене аталантарасси. Педагогсем воспитанниксене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ‚ – тенĕ Татьяна Пивоварова.
Асăннă садикре 24 педагог ĕçлĕ: физкультура инструкторĕ‚ аслă воспитатель‚ педагог-психолог‚ 2 медсестра тата логопед‚ 12 кĕçĕн воспитатель. Çавăн пекех объекта паянхи кун ыйтакан апат-çимĕç блокĕпе тивĕçтернĕ. Унта 6 çын тăрăшĕ. Апатлантарассине тăватă хутчен йĕркелĕç.
Шкул çулчченхи учрежденин хакĕ 250 млн тенкĕпе танлашать. Çак укçа-тенкĕпе строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне‚ кирлĕ оборудованипе сĕтел-пукан туяннă. «Промэнерго» строительство организаци директорĕ Тимур Акмалетдинов пĕлтернĕ тăрăх‚ объекта 2018 çулхи декабрь уйăхĕнче хăпартма тытăннă‚ ĕçсене пурнăçлама паха материалсемпе усă курнă. Укçа-тенкĕ енчен те ыйтусем пулман.
- Дема районĕнче пурăнакансене саламлатăп. Илемлĕ ача сачĕ чи лайăх парне пулса тăчĕ. Унта ачасемшĕн кирлĕ условисем пур. Кунта питĕ илемлĕ те хăтлă‚ ачасем сывлăхлă та пĕлÿллĕ ÿсчĕр тесе ĕçсене чунтан юратса пурнăçланă. Воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсем хушшинче унăн ячĕ пирки конкурс йĕркеленĕччĕ‚ çавăнпа ача сачĕ «Умка» ятпа çÿрĕ. Паянхи кун Ĕпхÿ хулине 38 ача сачĕ тата 40 шкул кирлĕ. Унсăр пуçне 12 шкула çĕнетмелле. Ют çĕршывсенчен куçса килнисен шучĕ ÿснипе хушма вырăнсем тума тÿр килет. Çак ыйтура пире республика пуçлăхĕ ăнланать‚ пулăшу парать. Паянхи кун Ĕпхÿ хули ÿссе пырать. Çавăнпа çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем кирлех‚ – тенĕ Ĕпхÿ хула администраци пуçлăхĕ Ульфат Мустафин.
ПР вице-премьерĕ Раиф Абдрахманов сăмахĕсем тăрăх‚ май уйăхĕн вĕçĕччен строительсем Советски районĕнчи ача садне хăпартса пĕтермелле. Кăçал Ĕпхÿре тата тăватă ача сачĕ хута ямалла: иккĕшĕ - Дема‚ тепĕр иккĕшĕ Октябрьски районĕсенче.
- Эпир федераллă центра наци проекчĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ енчен пулăшу панăшăн тав тăватпăр. Пĕтĕмĕшле кăçал Пушкăртстанра 22 шкул çулчченхи учреждени хăпартаççĕ‚ иртнĕ çул 24 объекта хута ятăмăр. Пирĕн республикăра халиччен çакăн чухлĕ ача сачĕ хăпартман‚ – тесе палăртнă вице-премьер.