Пур хыпар та
Новости
27 Майӑн 2020, 14:35

Бюджет 8 млрд тенке пуянланĕ

РФ Правительствин резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме тивĕçнĕ регионсен шутне Пушкăртстан та кĕнĕ. Тĕплĕнрех калас пулсассăн, пирĕн республикăна 8 млрд тенкĕ ытла нухрат уйăрса памалла.

РФ Правительствин резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме тивĕçнĕ регионсен шутне Пушкăртстан та кĕнĕ. Тĕплĕнрех калас пулсассăн, пирĕн республикăна 8 млрд тенкĕ ытла нухрат уйăрса памалла.РФ Премьер-министрĕн Михаил Мишустинăн çак кунсенче алă пуснă хушăвĕ тăрăх, ку пулăшăва кăшăлвируса тата карантин мерисене пула налог тупăшĕсем чакнă Раççей Федерацийĕн 56 субъекчĕ тивĕçĕ. Ун валли пурĕ 100 млрд тенкĕ уйăрнă.
Дотаци виçине вырăнти бюджетсен тăкакне шута илсе палăртнă. Çак мел эпидемиологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă экономика чарăвĕсен вăхăтĕнче регионсен пĕрлешÿллĕ бюджетне шайлаштарма май парĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Читайте нас