Новости
27 Мая 2020, 08:15

Çĕнтерÿ парачĕ хăçан пуласси паллă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çĕнтерÿ парадне июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме хушу панă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çĕнтерÿ парадне июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме хушу панă.
- Парада июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçтарăнăпăр. Çак кун, 1945 çулта, çĕнтерÿçĕсен паллă, историлле парачĕ иртнĕ. Ун чухне Хĕрлĕ площадь тăрăх Мускав çывăхĕнче çапăçнă, Ленинград хулине хÿтĕленĕ, Европăна ирĕке кăларнă, Берлин хулине çĕнсе илнĕ салтаксем утнă, - тенĕ Владимир Путин РФ Оборона министрĕн пуçлăхĕпе Сергей Шойгупа иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май.
Патшалăх пуçлăхĕ Çĕнтерÿ парадне хатĕрленме, унта хутшăнакансен сывлăхне сиен кÿме пултаракан самантсене шута илме, Оборона министрне Сергей Шойгуна чи çирĕп хăрушсăрлăх режимĕпе тивĕçтерме хушу панă.
Çавăн пекех В.В. Путин «Вилĕмсĕр полк» акцие июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Тинĕс çар флочĕн кунĕнче, ирттерме сĕннĕ. Анчах специалистсем каланине шута илсе марша урăх датăна та куçарма пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас