Пушкăртстанра çу паракан культурăсене акасси вĕçленсе пырать. Асăннă ÿсен-тăран чикĕ леш енне ăсатакан кирлĕ тавар шутланать. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне палăртнă 358 пин гектартан 319 пинĕшне акнă. Урăхла каласан ĕç калăпăшĕн 89% пурнăçланă. 2019 çулта çу паракан культурăсем 366 пин гектар çинче вырнаçнă пулнă. Чи пысăк пай, 230 пин гектар, хĕвел çаврăнăшĕ йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта - йĕтĕн. Ăна 51 пин гектар çинче (ĕçĕн 7% пурнăçламалли юлнă) акма палăртаççĕ. Иртнĕ çул вăл 45 пин гектар йышăннă. Рапс культури вара иртнĕ çул 47 пин гектар çинче пулнă пулсан, кăçал ăна 42 пин гектар хăварма шутланă. Мĕншĕн тесен асăннă культурăна ÿстерме нумай им-çам кирлĕ. 2019 çулта хăш-пĕр хуçалăхсем сертификатсăр хими препарачĕсемпе усă курнине пула пыл хурчĕсем пысăк йышпа вилнине палăртмалла. Горчица культури 35 пин гектар çинче вырнаçĕ. Хальлĕхе ăна 15 пин гектар çинче акнă.
Инга ВАСИЛЬЕВА.