2019 çулта Пушкăртстанра 763 çĕнĕ хресченпе фермер хуçалăхне шута илнĕ. Унсăр пуçне регионта 119 ял хуçалăх кооперативне йĕркеленĕ‚ 600 яхăн ĕç вырăнĕ уçăлнă.
Пушкăртстанри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов вице-премьер палăртнă тăрăх‚ иртнĕ çул АПК системинчи пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме 922‚3 млн тенкĕ уйăрнă: федераллă бюджетран - 579‚5 млн тенкĕ‚ республика хыснинчен – 342‚8 млн.
Çулталăк хушшинче фермерсен пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукчĕн калăпăшĕ 11% пуçласа (2018 çулхи кăтарту) 12‚9 % çити (шалти пĕтĕмĕшле продукт 21‚6 млрд тенкĕпе танлашать) ÿснĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсен тупăшĕ 1 млрд та 200 млн ытла тенкĕрен иртнĕ. Çак кăтарту ял хуçалăх консультаци центрĕсем ялсенче пуçласа ĕçе тытăнакан предпринимательсене аталанма пулăшу панипе çыхăннă. Ялсенчи пĕчĕк предпримательствăна аталантарассипе çыхăннă ĕçсем кăçал та малалла пыраççĕ.
- «Фермерсене пулăшмалли системăна йĕркелесси тата ял кооперацине аталантарасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн эпир пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна 2 пин те 154 çынна явăçтарма тĕллев лартрăмăр. Регион проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçлама 266 млн тенкĕ нухрат уйăрнă. Грант пулăшăвĕн витĕмĕпе регионта 41 хресченпе фермер хуçалăхне тата ял хуçалăх кооперативне йĕркелеме палăртатпăр‚ - тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Министр сăмахĕсем тăрăх‚ пысăк çитĕнÿсем тăвас тесен ял хуçалăх консультаци системин ĕçне пуçаруллă хутшăнмалла. Çав вăхăтрах ăна хăйне те çĕнетмелле.
- Малашне ял тăрăхĕсенчи предпринимательсене йĕркелÿпе консультаци пулăшăвне «пĕр чÿрече» («одно окно») принциппа парăпăр. Асăннă йĕрке ял хуçалăх пайĕсен тата муниципаллă районсенчи информаципе консультаци центрĕсен ĕçне уйрăмшарăн йĕркелеме пулăшĕ. Çакă асăннă центрсен ĕçĕ-хĕлне çĕнетме‚ паха тума май парĕ ‚ – тенĕ аграри ведомствин пуçлăхĕ.