Çак кунсенче Караидель районне куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ (автоклуб) килсе çитнĕ. ПР Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ ăна «Культура» наци проекчĕ шайĕнче туяннă.
Караидель районĕнче 17 ял Канаш йышăнче 99 ял пуррине шута илнĕ. Вĕсенчен 38-че çеç культура учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Караидель районĕ республикăри чи пысăк районсенчен пĕри шутланать. Сăмах май‚ чи аякри ялтан район центрне çитме 80 çухрăм иртмелле.
Автоклуб культура учрежденийĕсем çук ялсенче тулли концертсем ирттерме май парать.
2020 çул вĕçлениччен Баймак‚ Зилаир тата Татăшлă районĕсене те çакăн пек автоклубсемпе тивĕçтерĕç. Чи пĕрремĕш автоклуба апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче Нуриман районĕнчи культура учреждени ĕçченĕсен аллине панă.