Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин Пушкăртстанри Ишимбай тата Çтерлĕ районĕсенче «Алга» экономика зонине йĕркелеме ирĕк паракан постановленине алă пуснă. Çак хыпара Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.
Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн 2025 çулччен республика инженерипе транспорт инфраструктурине хăпартма 6 млрд ытла тенкĕ тăкаклĕ. Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви Пушкăртстан правительствипе ‚ Ишимбай тата Çтерлĕ районĕсен пуçлăхĕсемпе кирлĕ килĕшÿ тăвĕ.
Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх‚ çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма май памалла.
«Пирĕн‚ халĕ ĕнтĕ хăйне евĕрлĕ официаллă йĕркеленнĕ‚ «Алга» экономика зони Азинчи газпа хими кластерĕсем хушшинче чи пысăккисенчен пĕри пулĕ. Çак проект çĕршер миллиард тупăш парĕ тата ăна пула пиншер ĕç вырăнĕ уçăлĕ‚ пирĕн аталанăвăн вăйлă та çĕнĕ драйверĕ пулса тăрĕ»‚ – тесе çырнă Пушкăртстан пуçлăхĕ.
Хăйне евĕрлĕ экономика зони вăл – уйрăм территори‚ ун çинче предпринимательсем валли çăмăллăхсемпе усă курмалли йĕрке ĕçлет. Çакăн пек территорисен резиденчĕсене налук льготипе тивĕçтереççĕ. Вăл çĕр процента çитме те пултарать. Предпринимательсем вара çак пулăшу вырăнне çĕнĕ производствăпа ĕç вырăнĕсем уçĕç.