Пур хыпар та
Новости
29 Майӑн 2020, 18:25

Тÿлев йĕркине улăштарма пултарĕç

Пушкăртстанра 3çултан пуçласа 7 çула çитнĕ ачасене паракан тÿлев йĕркине улăштарма пултарĕç. Ун çинчен правительствăри оперативлă канашлура çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова вице-премьер пĕлтернĕ.

Паянхи кун уйăхсерен тÿленекен, 4894 тенкĕрен тăракан пособие çын шутне кура пурăнмалли минимум шайĕнчен (9 804 тенкĕ) кая тупăшлă çемьесем тивĕçеççĕ. Анчах та республикăн саккунĕсем тăрăх, тÿлеве ĕçсĕр юлнă ашшĕ-амăшĕсем пур çемьесем кĕмеççĕ.
Çавна пула çак ыйтупа Ленара Иванова республикăн пĕрремеш вице-премьерĕ Андрей Назаров патне тухнă. Вăл пулăшу илекенсен шутне ĕçсĕр юлнă ашшĕ-амăшĕсем пур çемьесене те кĕртме ыйтнă. Çавăн пекех вăл тÿлев валли укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрни çинчен пĕлтернĕ.
Андрей Назаров пуçарăва ырланă, кирлĕ тÿрлетÿсем хатĕрлеме хушнă.
- Шухăшĕ тĕрĕс, тÿрлетÿсем хатĕрлĕр, пуçарăва сÿтсе явăпăр, - тенĕ вăл.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас