Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнче клиникăпа диагностика инфекци центрне уçнă. Вăл «Зубово» индустри паркĕн территоринче вырнаçнă, малашне кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене йышăнма тытăнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ объекта уçас церемоние Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко тата Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă.
Çĕне госпиталь пĕр хутлă комлексран тăрать, формипе курай чечекен çупкăмне аса илтерет. Пĕтĕмĕшле унăн лаптăкĕ 16 пин тăваткал метрпа танлашать. Пурĕ 100 палата шутланать. Инфекци центрĕ пĕр харăсах 470 çынна йышăнма пултарать.
Объекта питĕ те кĕске вăхăт хушшинче хута янă – икĕ уйăх та иртмен. Строительсемпе проектировщиксем хальхи технологисемпе (Китайри Уханьре тата Мускавра та çавсемех пулнă) усă курнă. Строительство материалĕсенчен нумайăшне хамăр республикăрах туса кăларнă. Мĕнпур коммуникацисене палатăсемпе пулĕмсен тулаш енче хăварнă. Енчен те пĕр-пĕр кăлтăка пăрахăçлас е юсав ĕçĕсем ирттерес пулсассăн специалистсем тухтăрсемпе тата пациентсемпе çыхăнăва кĕмеççĕ. Объекта курай чечекĕн формипе туни «таса» коридорсен вăрăмăшне кĕскетнĕ. Çавна пула тухтăрсемпе пациентсем кирлĕ пÿлĕме кĕске вăхăтра хăвăрт çитме пултараççĕ.
Комплекса паянхи кун ыйтакан оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакă медицина пулăшăвне çÿлле шайра пама май парать. Пĕрремĕш пациентсене июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăнма тытăнаççĕ.
Михаил Мурашкопа Радий Хабиров центрти ĕç пÿлĕмĕсемпе палатăсене пăхса çаврăннă, строительсем тунă ĕçĕн калăпăшĕпе пахалăхне хак панă. Церемони вĕçĕнче вĕсем медицина ĕçченĕсемпе госпитале тунă çĕре хутшăннă хастар та тăрăшуллă строительсене патшалăх наградисем парса чысланă.
Михаил Мурашко тунă ĕçĕн пахалăхне тата ăна кĕске вăхăтра пурнăçланине пысăка хурса хак панă: «Клиникăна рекордлă вăхăтра хăпартнă, вăл тивĕçлĕ ĕçлемелли, энергине перекетлекен объект. Медицина каяшĕсене хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса ăçта тата мĕнле вырнаçтарассине те шута илнĕ. Ĕçлекен персоналпа пациетсен хăрушсăрлăхĕ çинчен те манман. Малашне пире, çĕнĕ требованисене шута илсе, пуçламăш звенона модернизацилесси кĕтет. Ĕпхÿ центрĕнчи пек пациентсен юхăмне пайсем çине пайлама тÿр килĕ. Эпĕ Радий Фаритовича тата унăн ĕçтешĕсене тав тăватăп», - тенĕ Раççей сывлăх сыхлав министрĕ.
«Эпир эпидеми пуçланнăранпа Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртсе пынă. Уçăмсăр лару-тăрăва пăхмасăр çĕнĕ клиникăна хăпартма йышăну турăмăр, кравать вырăнĕсен фондне ÿстертемĕр. Çакă инкекре çухалса кайма памарĕ, сывлăх сыхлав системине аркатмарĕ. Эпидеми иртсе кайсан учреждени инфекци чирĕсен енĕпех ĕçлĕ. Кивĕ больницăра тахçанах юсав ĕçĕсем ирттерме вăхăт çитнĕ. Унти чи ватă корпуса (4№ хулари клиника больници) 132 çул каялла тунă»,- палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.