Новости
30 Майӑн 2020, 18:55

Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ – канмалли кун

Раççей Президенчĕ Владимир Путин июнь уйăхĕн 24-мĕшне (вăл юн кунпа тÿр килет) канмалли кун тесе йышăннă. Çак кун çĕршывра Çĕнтерÿ парачĕ иртмелле.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин июнь уйăхĕн 24-мĕшне (вăл юн кунпа тÿр килет) канмалли кун тесе йышăннă. Çак кун çĕршывра Çĕнтерÿ парачĕ иртмелле.
Раççей Федераци пуçлăхĕн указĕнче Хĕрлĕ площадьре тата Раççейĕн ытти хулисенче 10:00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) Çĕнтерÿ Ялавне çĕклесе çар парачĕ иртмелле тесе палăртнă. Унта çар техники те хутшăнмалла.
Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă артиллери салючĕ Мускавра 22 сехетре тата ытти хуласенче кĕрлемелле.
Президент Оборона министерствине регионсен пуçлăхĕсемпе пĕрле парадсемпе салютсене хăш вырăнсенче йĕркелессине пăхса тухма тата хатĕрленÿ ĕçĕсене туса ирттерме хушнă.
Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ канмалли кун пулсан та ĕçлекенсен ĕç укçи сыхланса юлать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас