Пур хыпар та
Новости
1 Июнӗн 2020, 19:45

Чекмагуш районĕнче вăйлă çил виçĕ ферма тăррине сÿсе пăрахнă

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче 23:36 сехетре Раççейри Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн оперативлă дежурнăй пайне Чекмагуш районĕнче вăйлă çил çуртсен тăррисене сÿсе пăрахни çинчен хыпар çитнĕ.

Кивĕ Узмяшево ялĕнче çил-тăвăл уйрăм çуртăн çур тăррине сÿсе пăрахнă. «Базы» СПК ферми те çут çанталăкран шар курнă‚ вăйлă çил 200 тăваткал метр лаптăка сиен кÿнĕ.
Стробикининăри ферма çурчĕн 600 тăваткал метр тăрри сиенленнĕ.
Юмашра та вăйлă çил алхаснă. Вăл уйрăм сарайăн (15 тăваткал метр) тата «Базы» СПК ферма çурчĕн тăррисене (700 тăваткал метр) аркатнă.
Хальхи вăхăтра вырăнсенче аварипе юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас