Пур хыпар та
Новости
1 Июнӗн 2020, 19:40

Пушкăртстанра ача-пăча лагерĕсем хăçан уçăлассине пĕлтернĕ

Республика правительствинче иртекен оперативлă каншалура ача-пăча лагерĕсене хăçан уçассине сÿтсе явнă. ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ тăрăх‚ муниципалитетсенчи эпидеми ларăвне шута илсе ача-пăча лагерĕсене уçмалли тапхăр графикне хатĕрленĕ.

Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче ача-пăча санаторисенче‚ санаторисенче тата санаторипе сывлăха сиплекен лагерьсенче апробаци (ĕçе хатĕррине тĕрĕслесе çирĕплетни) мероприятийĕсем иртĕç. Пушкăртстан Республикинче çакăн йышши учреждени пурĕ çирĕм саккăр. Вĕсем ачасене июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен йышăнма хатĕр.
Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен ытти учрежденисенче - хула тулашĕнчи тата шкул çумĕнчи лагерьсенче ‚ ĕçпе кану лагерĕсенче - хатĕрленÿ тапхăрĕ пуçланĕ. Вĕсем июль уйăхĕнче ачасене йышăнĕç. Сăмах май‚ кăçал 200 пине яхăн ача лагерьсенче канĕ.
Паянхи кун тĕлне республикăра канупа ачасен сывлăхне сиплекен организацисен реестр шутĕнче 2 157 учреждени шутланать.
- Эпир лагерьсене июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче уçассине палăртнăччĕ. Паянхи лару-тăрăва шута илес пулсан‚ вĕсене июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчех уçма пултаратпăр. Анчах эпидеми ларăвĕ начарлансан çак ĕç пурнăçланмĕ. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕ вăл - ĕç версийĕ çеç. Вăл эпир ыйтнине республикăра пурăнакансем мĕнле пурнăçланинчен те килет‚ – тесе палăртнă регион пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас