Пур хыпар та
Новости
3 Июнӗн 2020, 13:20

Слакпуç ял Канаш пуçлăхĕ хăйĕн сăввине вуларĕ

Кăçал кăшăлвирус пандемине пула Кĕçтенттин Ивановăн çуралнă кунне, унăн 130 çулхи юбилейне, ытти çулхисем пек пысăк йышпа йĕркелесси пурнăçа кĕреймерĕ.

Питĕ те шел, анчах та чир-чĕр хыçа юлсан уяв иртессе шанас килет. Çакна Пелепей район администрацийĕ те хирĕçлемест, кун пирки вăл вырăнти чăваш наципе культура автономин (ЧНКА) ертÿçи Владимир Яковлев ячĕпе янă çырура палăртнă. Çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăр май уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш хастарĕсен пысăках мар ушкăнĕ мехел çитерсе Слакпуçĕнче пулчĕç, юратнă та хисеплĕ поэтăмăрăн вил тăпри тата палăкĕ умĕнче пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. Çак пархатарлă ĕçе Слакпуç ял Канаш пуçлăхĕ Василий Петров, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлевпа унăн çумĕсем Владимир Николаевпа Юрий Михайлов, К.В.Иванов музей комплексĕн кĕçĕн наука ĕçченĕ Ольга Андреева хутшăнчĕç, кашниех «Нарспи» авторне сума суса сăмах каларĕç, сăвă йĕркисем вуларĕç. Василий Анатольевич вара хай çырнă сăвва аса илчĕ:
«Иванов чăваш поэчĕ,
Вăл çыратчĕ сăвăсем.
Халь çĕре ĕнтĕ вăл кĕнĕ -
Ăна манмаççĕ чăвашсем …»
Чăн та вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ те вилĕмсĕр. Çакна пурнăç чăнлăхĕ çирĕплетет.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ.
Читайте нас