Пур хыпар та
Новости
4 Июнӗн 2020, 15:00

Радий Хабиров икĕ пысăк теплица хуçалăхĕнче пулнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Туймазă районĕнчи Карат-Тамак ялĕнчи «Куш-Буляк» нумай профильлĕ хресченпе фермер хуçалăхĕпе паллашнă. Хуçалăх вăтăр çул хушши хупă çĕрте ÿсекен пахча çимĕç‚ тĕш тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерет‚ сĕт паракан выльăх ĕрчетет. Унсăр пуçне вăл агропромышленность комплексне пулăшу паракан патшалăх программисене пуçаруллă хутшăнать.

Теплица хуçалăхĕсен лаптăкĕ 14‚5 гектарпа танлашать. Çулталăкĕпе пахча çимĕç ÿстерес тесе фермерсем 1‚6 гектар йышăнакан промышленность теплицине те хута янă. Малашлăхра вĕсем 1‚5 гектар аркăллă теплица хăпартма палăртаççĕ. Мавзир Латыпов директор сăмахĕсем тăрăх‚ палăртнине пурнăçа кĕртме электричествăн хушма вăйĕ кирлĕ. Çакă лампăсен тулли пахалăхĕпе усă курса теплицăсенчи пахча çимĕçсене хăвăртрах çитĕнтерме пулăшĕ. Радий Хабиров асăннă ыйтăва «Пушкăрт электросеть компани» ертÿçипе сÿтсе явма шантарнă.
«Панакс-Агро» пысăк теплица хуçалăхĕ Туймазă районĕнче 1991 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи кун теплицăсем 13 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 6 гектарĕ çинче промышленность теплицисем вырнаçнă. Çĕнĕ теплицăсем хута яни тухăçа 2‚5 хут ÿстерме пулăшнă. Сăмахран‚ иртнĕ çул фермерсем 4 285 тонна пахча çимĕç - помидорсемпе хăярсен чи лайăх сорчĕсене - çитĕнтернĕ.
Денис Латыпов директор малашлăх планĕпе килĕшÿллĕн промышленность теплици валли 7 гектар çĕр уйăрасси‚ тухăçăн çулталăкри калăпăшне 6‚5 пин тонна çитересси çинчен пĕлтернĕ. Асăннă хуçалăх никĕсĕ çинче «АгроСтройКомплект» ООО ĕçлет. Унта çулталăкĕпе тимĕр каркасран теплицăсем тăваççĕ. Иртнĕ çул вара теплицăсене ăшăтмалли генераторсем те пуçтарма тытăннă.
Республика пуçлăхĕ теплицăсем валли оборудовани туса кăларакан ял хуçалăх производителĕсемпе организацисен выставкипе паллашнă. Предпринимательсемпе калаçнă хыççăн Радий Хабиров Пелепейĕнчи «Автодеталь» предприятине пулăшу парассипе çыхăннă ыйтăва «Промышленность сехетĕнче»‚ «Туймазыагрогриб» хуçалăха аталантарассине «Инвестици сехетĕнче» сÿтсе явма сĕннĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас