Новости
5 Июня 2020, 12:50

Чăваш гимназине сирпĕтме хăтланнă

Пелепей хула сучĕ çак хуларах пурăнакан 39 çулхи арçынна судпа айăпланă. Вăл ашкăнса социлла инфраструктура объектне сирпĕтесси çинчен суя хыпар пĕлтернĕ.

Пелепей хула сучĕ çак хуларах пурăнакан 39 çулхи арçынна судпа айăпланă. Вăл ашкăнса социлла инфраструктура объектне сирпĕтесси çинчен суя хыпар пĕлтернĕ.
Вырăнти прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче ÿсĕр арçын хăйĕн килĕнче пулнă май мобильлĕ телефонĕнчен полицине шăнкăравланă. Ашкăнчăк Пелепей хулинчи чăваш гимназине сирпĕтме хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем çийĕнчен вĕренÿ учрежденин çуртне тата унăн çывăхĕнчи территорине тĕрĕсленĕ. Телее, нимĕнле сирпĕнекен япала та тупайман.
Арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмĕшле йышăннă. Суд ăна икĕ çуллăха тĕрмене лартмасăр (условнăй) срок панă. Унсăр пуçне айăплă çыннăн телефоне кофискацилесе патшалăха памалла тунă. Çавăн пекех унăн Раççей ШĔМĕн Пелепей районĕн уйрăмне пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ тăкаксене саплаштармалла.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас