Пур хыпар та
Новости
5 Июнӗн 2020, 16:55

Федоровка районĕнче те бассейн пулĕ

Федоровка районĕнче «Демографи» наци проекчĕ витĕмĕпе çывăх вăхăтра ишмелли бассейн хута ямалла. Объектри строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çак хыпара Пушкăртстанри Строительствăпа архитектура патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ.

1‚4 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан объекта 2018 çулхи çулла хăпартма тытăннă. Бассейн пĕр сехет хушшинче 40 çынна йышăнма пултарать.
Проектпа килĕшÿллĕн спорт объектĕнче 25 метрлă тăватă тăрăх‚ хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕмсем‚ вестибюль‚ тренировка ирттермелли зал‚ тухтăрпа медсестрасен кабинечĕ‚ унта ĕçлекенсен пÿлĕмĕ тата ытти те пулмалла.
- Паянхи кун тĕлне тĕп строительствăпа монтаж ĕçĕсем вĕçленнĕ. Строительсем шалти тата тулти ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Унсăр пуçне вĕсем инженери сетьне монтаж тăваççĕ‚ бассейн вырнаçнă территорине тирпей-илем кĕртеççĕ‚ – тенĕ ведомствăра.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ 2020 çул вĕçнелле Куюргазă районĕнчи бассейна хута ярĕç. Асăннă спорт объектĕнче те строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас