Июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Вĕрентÿ сехечĕ» иртнĕ. Унта Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров регионта пурăнакансем ача сачĕсен ĕçне пуçарса яма ыйтнине хурав панă.
- Кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăру паянхи кунччен пĕр шайлă мар (нестабильная). Çавăнпа ача сачĕсене уçма васкамăпăр‚ – тенĕ республика ертÿçи. – Шкул çулчченхи учрежденисенче дежурнăй ушкăнсем уçни асăннă лару-тăруран тухма пулăшĕ.
Паянхи кун районсемпе хуласенчи шкул çулчченхи учрежденисенче дежурнăй ушкăнсем çеç ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе вĕсенчи вырăнсем кунсерен ÿссе пыраççĕ.
Республикăра пурĕ 42 шкул çулчченхи учрежденийĕ пулнине палăртса хăвармалла.
Регионти пур вĕрентÿ организацисем малтанхи режимпа кăшăлвирус пандемийĕн 2-мĕш тапхăрне кĕрсен‚ «чирлекенсен шучĕ сахалланса пырсан‚ сывалнисен шучĕ малта тăрсан çеç ĕçлеме тытăнĕç» тенĕ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.