Пушкăртстанра 2020 çулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕн витĕмĕпе 310 вырăнлăх икĕ шкул хăпартĕç. Вĕсене 2021 çулта хута ярĕç. Çак хыпара республикăри вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.
Нуриман районĕнчи Первомайск ялĕнче 60 ачалăх шкул тата 20 вырăнлăх ача сачĕ пулĕ. Вĕсем пĕр çуртра вырнаçĕç. Асăннă объекта 2020 çулхи август уйăхĕн 30-мĕш тĕлне хăпартса пĕтерме палăртаççĕ.
Паянхи кун Шаран районĕнчи Шаран ялĕнчи 1№ шкул çумĕнче 250 вырăнлăх кĕçĕн классен корпусĕпе столовăй хăпартаççĕ. Унти строительство ĕçĕсене 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлĕç.
2021 çулта вара Нефтекамск хулинчи 24№ микрорайонти 1225 ачалăх шкула хăпартса пĕтерĕç.
«Паянхи кун ыйтакан шкул» регион проектне пурнăçа кĕртме 1105‚34 млн тенкĕ уйăрнă: вĕсенчен 696‚82 млн тенкине федераллă бюджетран‚ 408‚52 млн – ПР бюджетĕнчен.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулта «Ÿсĕм пăнчи» («Точка роста») вĕрентÿн цифрăпа гуманитари профилĕсен 42 центрне уçĕç. 101 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацинче цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕн тĕллевлĕ модельне хута ярĕç. Унсăр пуçне «IT-куб» ачасен цифрăллă вĕрентÿ центрне йĕркелĕç.
Ял-саласенчи вырнаçнă 48 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацинче физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме пурлăхпа техника никĕсне çĕнетĕç. Çав вăхăтрах икĕ коррекци шкулĕнчи пурлăх никĕсĕ те пуянланĕ.
Çавăн пекех професси хатĕрленĕвĕн центрне йĕркелĕç. Вĕрентÿ учрежденисенче 13 мастерской уçăлĕ‚ вĕсене паянхи кун ыйтакан оборудованисемпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне педагогика ĕçченĕсем валли професси ăсталăхне ÿстерме ятарлă центр та пулĕ.