Пур хыпар та
Новости
8 Июнӗн 2020, 11:23

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче – 11 пин бюджет вырăнĕ

Пушкăртстанра июнь уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕсем документсем йышăнма пуçлаççĕ. Студентсен шутне кĕртесси август уйăхĕнче пуçланать. Чи малтан çăмăллăхсем пур студентсене вĕренме илĕç.

Пушкăртстанра июнь уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕсем документсем йышăнма пуçлаççĕ. Студентсен шутне кĕртесси август уйăхĕнче пуçланать. Чи малтан çăмăллăхсем пур студентсене вĕренме илĕç. - 2020-2021 вĕренÿ çулĕсем валли 11 пин бюджет вырăнĕ уйăрнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 1073 пин нумайрах. Абитуриентсем йышăну комиссийĕпе онлайн мелĕпе çыхăнĕç. Килсе çÿреме кирлĕ мар. Вĕренме кĕрес текенсем заявленипе кирлĕ документсене аслă вĕренÿ заведенийĕсен сайчĕсем урлă электрон мелпе ярса пама пултараççĕ, - тенĕ Вĕрентÿ сехетĕнче республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен канашĕн председателĕ, Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов. Радий Хабиров Вĕрентÿпе наука министерствине муниципалитетсемпе пĕрле интернет çук ялсенчи абитуриентсене аслă вĕренÿ заведенине документсем ярса пама пулăшма хушнă. - Документсем парассине, тестсем ирттерессине дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Çакăн пирки республикăра пурăнакан кашни çынах пĕлмелле, - тенĕ Радий Хабиров халăх хушшинче çакăн пирки ăнлантармалли ĕç ирттерме сĕннĕ май. Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас