Новости
9 Июня 2020, 06:20

Раççей кунне тата Асăнупа мухтав çулталăкне халалласа çавра сĕтел

Пушкăртстанра Раççей кунне тата Асăнупа мухтав çулталăкне халалласа «Раççей‚ эпĕ санпа мăнаçланăтăп» онлайн мелĕпе çавра сĕтел йĕркелĕç. Мероприяти июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче 11 сехетре Zoom платформи никĕсĕ çинче иртĕ.

Çавра сĕтел вăхăтĕнче Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен наци культурине упрассине тата пĕтĕм граждансен пурлăхне çирĕплетессине‚ ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парассине‚ историне вĕрентессипе ăна сыхлассине‚ истори астăвăмне упрассине тата Раççей историне пăсса кăтартнине хирĕçлессине сÿтсе явĕç.
Çавра сĕтел ĕçне обществăлла организацисен представителĕсемпе власть органĕсем‚ аслă шкулсен преподавателĕсемпе студенчĕсем хутшăнĕç. Мероприяти модераторĕ ПР Культура министерствин Гуманитари тĕпчевĕсен центрĕн директорĕ‚ политика наукисен кандидачĕ Марат Марданов шутланать. Çавра сĕтел йĕркелÿçисем - ПР Пуçлăхĕн администрацийĕ‚ ПР Культура министерствин Гуманитари тĕпчевĕн центрĕ‚ ПР Наци музейĕ‚ Ĕпхÿ хула округĕн Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палати тата Пушкăрт патшалăх университечĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас