Новости
9 Июня 2020, 06:20

Шаран районĕнче Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна иртермелли лапам пулĕ

Çитес вăхăтра Шаран ялĕнчи тĕп лапама çĕнетĕç‚ ун çумĕнчи парка тирпей-илем кĕртĕç. Кунта Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна ирттермелли лапамсенчен пĕри вырнаçĕ. Çак хыпара Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров асăннă муниципалитетра иртнĕ эрнере ĕçлĕ çÿл çÿревпе пулнă чухне пĕлтернĕ.

Район центрĕнче регион ертÿçи «Хурлăхлă анне» («Скорбящая мать») скверти çĕнетÿ ĕçĕсем епле пынипе те паллашнă. Унти ĕçсем «Паянхи самана ыйтакан хула хăтлăхне тăвасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Юсавпа строительство ĕçĕсен тăкакĕ 5‚5 млн тенкĕпе танлашĕ. Вĕсенчен 5‚1 млн нухратне федераллă бюджетран уйăрса панă. Муниципалитет пуçлăхĕ Ильгиз Самигуллин сăмахĕсем тăрăх‚ кунта мемориаллă комплекс йĕркеленĕ. Районтан тухнă çынсене - Совет Союзĕн Геройĕсене Михаил Егоровпа Зайнулла Мустакимова‚ Миргай Фархутдиновпа Леонид Цибизова‚ Дмитрий Кармишина тата Мухтав орденĕн тулли кавалерне Салих Сабитова халалласа асăну стеллисем вырнаçтарнă. Радий Хабировпа район пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрла вилнисене сума суса мемориал умне чĕрĕ чечексем хунă. Çавăн пекех район центрĕнчи тĕп лапама тата ун çумĕнчи парка çĕнетессипе çыхăннă ĕçсем те пыраççĕ. «Лапама çĕнĕ сĕм кĕртме пултаратпăр‚ унта Пĕтĕм тĕнчери фольклориада иртмелли лапамсенчен пĕрне йĕркелĕпĕр»‚ – тенĕ республика пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас