ентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Абзелил, Благовар, Федоровка, Янаул районĕсенчи 1-5 классенче вĕренекен шкул ачисем пĕр пек шкул формипе çÿреме пуçлĕç. Асăннă муниципалитетсенче сăнамалла тенĕ пек пĕрешкел шкул формисем кĕртме палăртаççĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасен шкул формисен коллекцине республикăри Çăмăл промышленность ассоциацийĕпе Ĕпхÿри патшалăх нефтьпе техника университечĕ хатĕрленĕ. Шкул формине çĕленĕ чух вĕсем ачасен ÿсĕмне, çут çанталăк условийĕсене тата, паллах, пахалăхĕпе хакне те шута илнĕ.
Шкул тумĕсен тĕп уйрăмлăхĕ – тум çинче Пушкăртстан символики пулни. Çакă шкул пирĕн республика шутне кĕнине пĕлтерет.
Регионти Вĕрентÿ министерстви ашшĕ-амăшĕсене ачисен виçине илме ыйтать. Мĕнле виçмеллине ас тутарса тăракан кĕнеке те пур. Çĕленĕ чух тавар туса кăларакан ача çуллахи вăхăтра ÿсме пултарасса та шута илĕ.
Ашшĕ-амăшсем модельсене пăхса тухса хăйсене килĕшнине суйласа илме пултараççĕ. Производительсем шкул форми кĕртме кăмăл тунă кашни района çитсе модельсене ашшĕ-амăшĕсене, ачисене кăтартĕç. Унта вĕсем пусма пахалăхне те, формăсене епле çĕленине те тĕрĕслеме пултарĕç.
Надежда РОДИОНОВА.