Новости
11 Июня 2020, 06:50

Юбилее халалланă 75 хыр çитĕнĕ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕн территоринче çамрăк йывăçсем лартса тавралăха симĕслетесси йăлана кĕнĕ.

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕн территоринче çамрăк йывăçсем лартса тавралăха симĕслетесси йăлана кĕнĕ.
Сăмахран‚ юлашки çулсенче Дружба урамĕпе çумăн Нумай çуллăх (Долголетия) аллейи уçăлнă. Ăна ял Канашĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ И.Н. Андреева пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ун чухне йывăçсене аслă ăрури юбилярсемпе ачасем лартнă. Çулсерен ял çыннисем çавра датăсене халалласа çак енĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ акцисем пуçараççĕ. Тÿртÿллĕ ялне кĕнĕ чух Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă тĕле хывнă лăсăллă аллейăна курма пулать. Хунав лартас ĕçе бюджет сферинче ĕçлекенсемпе шкул ачисем‚ ял çыннисем пурнăçланă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа Тÿртÿллĕ çыннисем çĕнĕ аллея хывнă. Вĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсене сума суса 75 хыр лартнă. Çĕнĕ аллея Тÿртÿллĕ ял варринче вырнаçнă.
Асăннă сăваплă ĕçе Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсен ачисемпе мăнукĕсем‚ кĕçĕн мăнукĕсем хутшăннă. Аслă ăру çыннисем аллейăна никĕсленĕ май‚ ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçре те пысăк тÿпе хывнă. Çамрăк ăру вара пĕчĕк хырсене пăхса тăма (вĕсене шăварма‚ çум курăкран тасатма тата хунавсене упрама) шантарнă.
Апла пулсан‚ лартнă йывăçсем кашласа ÿсчĕр‚ вăрçă паттăрĕсене асра тытса яла илем кÿччĕр.
Ляйсан ГИБАТОВА.
Читайте нас